Шупашкар районӗнчи Атайкассинче пурӑнакансен шучӗ ӳссе пырать. Паян унта 1520 ҫын пурӑнать иккен. 2020 ҫултипе танлаштарсан ку вӑл чӗрӗк пай чухлӗ нумайрах.
Хула ҫывӑхӗнчи ял аталанӑвӗпе республика Элтеперӗ Олег Николаев паллашнӑ. Халӑх йышланни, Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби шухӑшланӑ тӑрӑх, республика ертӳҫисем ял пурнӑҫне лайӑхлатма тӑрӑшнипе ҫыхӑннӑ.
Унта 2020 ҫулта уҫнӑ 110 ачалӑх ача пахчи ӗҫлет, ача пахчинче вара агролаборатори те пур. Агролабораторире шӑпӑрлансене ҫӗр ӗҫӗпе паллаштараҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи «Чурачикское» акционерсен обществи асӑннӑ муниципалитетри пысӑк ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен пӗри. Халӗ унта 510 пуҫ пӑру вырнаҫмалӑх тепӗр корпус уҫнӑ. Ҫӗнӗ инвестици проектне хуҫалӑх 80 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ.
Ӳлӗмрен выльӑх-чӗрлӗх комплексне тата анлӑлатасшӑн-пысӑклатасшӑн. Тепӗр 750 пуҫлӑх вите тума пуҫланӑ, пуррисене вара юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне 1000-шер ӗне вырнаҫмалӑх тепӗр икӗ корпус хута яма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Хуҫалӑхра республика Элтеперӗ Олег Николаев пулса курнӑ.
Пӑрачкавра та Вилӗмсӗр ҫулӑм ҫунма пуҫланӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑҫинче пуҫ хунисене асра тытса лартнӑ мемориалта авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче чӗртнӗ.
Вӑрҫа ҫав тӑрӑхри 8 519 ҫын тухса кайнӑ, 5 230-шӗ каялла таврӑнайман.
Мемориала 1967 ҫултах уҫнӑ. Ӑна газификацилеме халӗ 83 метр тӑршшӗ газ пӑрӑхӗ хунӑ.
Вилӗмсӗр ҫулӑм пирӗн республикӑра ҫапла вара 13 ҫӗрте ҫунать: Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал паркӗнче тата 1-мӗш масар ҫинчи тӑванла вил тӑпри ҫинче, Канашра, Кӳкеҫре, Ҫӗрпӳре, Патӑрьелте, Красноармейскинче, Шӑмӑршӑра, Етӗрнере, Куславкка районӗнче уҫнӑ Сӑр чиккине чавнисене асра тытса уҫна мемориалта, Шупашкар районӗнчи Урай Макаҫра.
Чӑваш Ене ҫӗнӗ 39 автобус ҫитнӗ. Вӗсем авӑнӑн 1-мӗшӗнчен ачасене илсе ҫӳреме пуҫлӗҫ.
Ытларах автобуссене Канаш, Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар округӗсене ярӗҫ. Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Елчӗк округӗсене икшер автобус лекӗ. Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Куславкка, Красноармейски тата ытти округа (пӗтӗмпе 10 округа) пӗрер автобус парӗҫ.
Ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ агротехникумне, Ҫӗмӗрлери политеха, Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти колледжсене те автобус лекӗ.
Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ялӗнче республикӑри тӳре-шара пуҫтарӑннӑ. Унта муниципалитет служащийӗсемпе муниципалитет пуҫлӑхӗсен кунӗ иртнӗ.
Республикӑри мероприяти хӑйсем патӗнче иртнишӗн Шупашкар тӑрӑхӗ хӑнасене хӑпартланса та савӑнса кӗтсе илнӗ.
Тӳре-шара тӗрлӗ енӗпе ӑмӑртнӑ. Утӑ ҫулакансен конкурсӗнче вара Шупашкар тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов ҫӗнтернӗ.
Красноармейски округӗнче ҫӗнӗ прокурора ҫирӗплетнӗ. Ку пукана Илья Гаврилов йышӑннӑ.
Унччен Илья Владимирович Йӗпреҫ районӗн прокуратуринче, республика прокуратурин аппаратӗнче ӗҫленӗ. 2020 ҫултан пуҫласа ку таранччен Шупашкар округӗн прокурорӗн ҫумӗ пулнӑ.
Илья Гаврилов Шупашкарта 1988 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкарти коопераци институчӗн юридици факультетӗнче ӑс пухнӑ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Кӳкеҫре ҫул ҫинче пысӑк инкек пулса иртнӗ.
«Атӑл» М-7 ҫул ҫинче ирхи 4 сехет тӗлӗнче Патӑрьел районӗнчи 42 ҫулти арҫын «ГАЗ» машинӑпа хирӗҫ килекен ҫул ҫинчен хӑйӗн ҫулӗ ҫине тухма хӑтланса ҫаврӑнса ӳкнӗ. Фургон «Фольксваген Транспортера» айккипе пырса лекнӗ хыҫҫӑн «Лада Калинӑпа» ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче пулнӑ 45-ри хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
«Фольксвагенри» икӗ ача аманнӑ, вӗсене тухтӑрсем пулӑшнӑ.
Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче 54 ҫулхи уйрӑм усламҫӑ килӗнче ӗҫленӗ чухне вилмеллех аманнӑ.
Инкек утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Вӑл хӑйӗн хуҫалӑхӗнче йывӑс ҫурнӑ. Вута ҫурмалли станокпа ӗҫленӗ чухне асӑрханса ҫитереймен вӑл. Аманса пӗтнӗскер инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Вортынец районӗнче Чӑваш Ен Енри тӳре-шара ҫул ҫинчи инкеке лекни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: Шупашкар округӗн администрацийӗн машини, А173АА номерлӗ Geely Atlas Pro, хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса Audi Q3 машинӑпа ҫапӑннӑччӗ. Аварире водитель тата Шупашкар округӗн администрацийӗн юрисчӗ вырӑнтах вилнӗ. «Аудин» 31-ри водительне, унӑн 7-ри ывӑлне тата 55-ри хӗрарӑм-пассажира больницӑна илсе кайнӑ.
нкек хыҫҫӑн пульницӑна лекнӗ Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — йӗркелӳпе тӗрӗслев, право тата кадр пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Николаева паян куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Ҫапла вара ҫул синчи инкеке пула администрацире ӗҫленӗ виҫӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Маларах юридици пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Денисова тата Алексей Артемьев водитель вилнӗ.
Шупашкар округӗнчи Арккассинче, Ҫӗнӗ Шупашкар хули ҫывӑхӗнче, 12 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ. Вӑл шыва кӗмен юраман вырӑнта ишнӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын ача пӗве хӗррине тантӑшӗпе пӗрле кайнӑ. Вӗсем йывӑҫ сулӑпа ярӑннӑ. Тӑрук ача шыва кӗрсе ӳкнӗ те анса кайнӑ, каялла тухайман.
Кун тӗлӗшпе халӗ Шупашкар районӗн прокуратури тӗрӗслев ирттерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ. | ||
| Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |